Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вир Мӗтри

Вир Мӗтри (чӑн ячӗ Просов Дмитрий Иванович) — чӑваш ҫыравҫи, редакторӗ. 1905 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Совет парти шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка (1934–1936) район хаҫачӗсенче редактор пулнӑ. Калавсемпе очерксем ҫырнӑ.

1934 ҫулхи акан 3-мӗшпе 4-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн ҫамрӑк ҫыравҫисен пӗрремӗш канашлӑвне хутшӑннӑ.

Юлашки ҫулсенче Йӑлӑмри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

1980 ҫулта «Хӗрлӗ гварди» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.


 
Категорисем: Вир Мĕтри
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2018-03-27 16:07:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1429 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем